Пултаруллă, хастар | |
|
|
|
|
|
|
В. ТОЛМАТОВ |
|
Тĕрлĕ шайри конкурс, олимпиадăсене пирĕн районти шкулсенче вĕренекенсем хутшăнаççĕ кăна мар кашни çулах малти вырăнсене те тухаççĕ. Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта та вĕсем сахал мар. Кăçал нумаях пулмасть тăван ен культурипе Шупашкарта ирттернĕ олимпиадăра 9-мĕш класра вĕренекен Э.Иванова 24 балл пухса II-мĕш вырăн йышăннă. Ыйтăвĕсем пĕрре те çăмăл пулман - вĕсем тăван халăх культурипе кăна мар, кÿршĕллĕ халăхсен - ирçе-мăкшăсен эрешлĕ тумĕпе те, китайсен иероглифĕсен вăрттăнлăхĕпе те ытти халăх культурипе те çыхăннă. Пирĕн ентеш ыйтусем çине тĕплĕн хуравлама пултарнă. Пĕр енчен тĕлĕнмелле те мар пек - Эльвира пуçламăш класрах лайăх вĕреннĕшĕн Мухтав хутне те тивĕçнĕ. Каярах илнĕ Хисеп грамотисемпе Дипломсем тăрăшуллă вĕренекенĕн портфолиовне аран вырнаçаççĕ. 4-мĕш класрах вăл «Русский медвежонок» конкурса (2005 çул) регионти йĕркелÿ комитечĕн Дипломне тивĕçнĕ, 5-мĕш класра та çак конкурс дипломанчĕ пулса тăнă, 2008 çулта «Кенгуру» Пĕтĕм тĕнчери математика конкурсĕ - вăйăра çак чĕр чуна хÿринчен тытнă, шкулта пĕрремĕш вырăна тухса сертификата тивĕçнĕ. Информатика тĕлĕшĕнчен те пултаруллă Эльвира: «Инфознайка - 2007» конкурс-вылявра 620 балл пухса сертификатлă пулнă, регионсем хушшинчи биологи олимпиадинче свидетельствăна тивĕçнĕ. Пур чыслав хучĕсене çырасси пулмасть - шкул дирекцийĕ, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ панă Хисеп хучĕсемпе дипломсем... Пĕр сăмах - пултаруллă çын пур енĕпе те пултаруллă. Çакна Эльвира Иванован çитĕнĕвĕсем çирĕплетсе параççĕ. Çитĕнÿ вĕрентекенсен витĕмĕнчен чылай килет. Ăна Г.Иванова пуçламăш классенче вĕрентнĕ. Класс ертÿçи, тăван ен культурипе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен А.Михайлова вара çак туртăма вăйлăрах аталантарнă. Нумаях пулмасть çĕнĕ ырă хыпар çитрĕ - Э.Иванова Пĕтĕм Раççейри регионсем хушшинче вырăс литературипе ирттернĕ конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăннă (вĕрентекенĕ - С.Уливанова). |
|
|
|
|