Ҫут ҫанталӑк! Мӗн тери пуян та ырӑ эсӗ!

 
Этем темиҫе ҫӗр пин ҫул хальхи ҫут ҫанталӑкра пурӑнать. Уншӑн тавралӑх хӑйне майлӑ «пысӑк пӳрт» пулса тӑрать. Ҫак пысӑк пӳртре ӑна сывлӑш та, шыв та, апат – ҫимӗҫ те, ӗҫ вырӑнӗ те, канмалли вырӑн та пур. Вӑл сӗм авалтанпах ҫут ҫанталӑкӑн пуянлӑхӗпе туллин усӑ курма тӑрӑшнӑ. Тавралӑхри вӑрмансене ҫурт – йӗр тума, кӑмакана хутса ӑшӑнма, апат пӗҫерме тата тӗрлӗ япаласем ӑсталама касса тӑнӑ. Сунарҫӑ пулса нумай чӗр чунсене тытнӑ. Ҫӗре сухаласа, ун ҫинче хӑйне мӗн кирлине акса - лартса ӳстернӗ. Ҫӗр айӗнчен ытларах та ытларах пуянлӑх кӑларма тӑрӑшнӑ.

Этем ҫут ҫанталӑк панӑ ырлӑхра - «пӳртре» хӑйне хуҫа пек тытнӑ. Ҫыншӑн ҫут ҫанталӑк пурнӑҫ ҫӑл куҫӗ пулса тӑнӑ. Калас пулать: яланах ҫут ҫанталӑкпа кун пек усӑ курсан урӑхларах вӑхӑтсем те ҫитсе тӑма пултараҫҫӗ. Ҫак «ҫӑл куҫ» та типсе ларма пултарать.

Этем хӑйне хупӑрласа тӑракан тавралӑхпа килӗшӳллӗ пурӑнмалла. Ҫут ҫанталӑк хӑйне усал тӑвакана усал тӑвать, юратакана – юратать, ырӑпа тавӑрать.  6 класра «Ҫут ҫанталӑк! Мӗн тери пуян та ырӑ эсӗ...» темӑпа йӗркеленӗ калаҫу урокӗнче тӗп ыйтусем ҫаксем пулчӗҫ:

- Мӗн вӑл ҫут ҫанталӑк?

- Ҫут ҫанталӑкпа этем мӗнле ҫыхӑннӑ?

- Ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗсем шутне мӗн - мӗн кӗрет?

- Ҫут ҫанталӑк этеме мӗнле усӑ парать?

- Ҫут ҫанталӑка мӗнле упрамалла?

Урок вӗҫӗнче ачасем пӗтӗм этемлӗх умне чӗнӳпе тухрӗҫ: «Этем! Вӑран, уҫ куҫусене. Санӑн йӑнӑшусене тӳрлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫут ҫанталӑк вӑл сан тӑван килӳ, тӑван аннӳ. Ҫавӑнпа та эсӗ ӑна аннӳне юратнӑ пекех юрат, упра, чирлеме ан пар. Вӑл чирлесен – эсӗ чирлӗн, ачусем чирлӗ ҫуралӗҫ. Пӗтӗм ӑсна, пӗтӗм вӑйна пухса ун илемӗпе тасалӑхӗшӗн тӑрӑш!