Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунĕ

Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунĕ. Чулкасри  шкулта 7 класра вĕренекенсем чăваш чĕлхи урокне ҫак куна халалларĕҫ. Урокра ачасем чĕлхемĕр халăхăмăрăн ăс-хакăл пуянлăхĕ пулни ҫинчен калаҫрĕҫ, паллă ҫынсен каларăшĕсене аса илчĕҫ, чĕлхе пирки каланă ваттисен сăмахĕсемпе паллашрĕҫ, поэтсен янăравлă сăввисене вуларĕҫ, чĕлхемĕре хисеплеме ыйтса чĕнӳсем ҫырчĕҫ:

Туссем! Паян тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ. Эпĕ сире пурне те хамăрăн чăваш чĕлхине упрама чĕнетĕп. Тăван чĕлхе – пуянлăх, савăнăҫ, илем. Вăл – халăх историйĕ, шăпи, чунĕ. Чăваш хăй чĕлхисĕр чăваш та мар.

Максимов Александр

Ытарайми чĕлхемĕре чунран юратар, хисеплер! Чĕлхе вăл –халăх пуянлăхĕ. Ăна килес ăрусемшĕн упраса хăварасси пиртен те килет.

Степанова Анна

Тăван чĕлхене, анне чĕлхине пĕр самантлăха та асран кăларар мар. Эпĕ чĕлхемĕр малашлăхне, унăн пуласлăхне шанатăп. Эсир те шанăр.

Григорьев Зосима

Чĕлхене ан манăр, вăл пĕртен – пĕрре,

Чĕлхене юратăр, упрăр чĕрере.

 

Кириллов Данил

Чăваш чĕлхине упрар. Хисеплер ăна. Тăван чĕлхе – пирĕн малашлăх. Вăл пиртен ан пĕттĕр, малалла аталанса пырса килес ăрусем валли те юлтăр.

Леонтьева Настя