ПĔТĔМ ЧĂВАШ ДИКТАНЧĔ – 2018

Акан 24-мӗшӗнче Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ иртрӗ. Ӑна  Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ. Акцин тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстересси. Кӑҫал  диктант  "Тӑван чӗлхе" ятлӑ пулчӗ. Ӑна А. Артемьев  ҫырнӑ .

        Эпир те,  Чулкасри шкулта вӗренекенсемпе вӗрентекенсем, кунта ӗҫлекенсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшӑнтӑмӑр. Хамӑр чӑваш чӗлхине мӗнле пӗлнине тӗрӗслес терӗмӗр. Диктант тексчӗ пире питӗ килӗшрӗ. Халӗ чӑтӑмсӑррӑн ӗҫсене хакласса кӗтетпӗр.