Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта саккăрмĕш класра санитари сехечĕ иртрĕ. Класс ертÿçи мĕншĕн грипп чирĕнчен прививка тутармалли пирки калаçу ирттерчĕ.
Грипп – сывлакан органсен, ытларах сĕлеке е сывлăш урлă вирус лекнипе пулакан анлă сарăлнă инфекци чирĕ. Ăна пуçараканĕ – грипп вирусĕ. Вăл чирлĕ çыннăн сывламалли органĕсенче, сăмсара тата пырта пулать. Сунасланă, ÿсĕрнĕ тата калаçнă чухне çав вирусăн питĕ вĕтĕ тумламĕсем сывлăшра саланаçĕ, унтан вĕсем темиçе сехет хушши тытăнса тăма пултараççĕ. Çав сывлăша сывласан сывă çынсене грипп ерме пултарать. Кунсăр пуçне вирус лекнĕ япаласем урлă та (сăмса тутри, ал шăлли, савăт – сапа, теттесем тата ыт. те ) сиенленес хăрушлăх пур.
Грипа хирĕç кĕрешсе юлашки çулсенче вакцинăсемпе усă кураççĕ. Прививка – чиртен сыхланмалли чи лайăх меслетсенчен пĕри пулнине, прививкăсене эпидеми тапхăрĕ пуçланиччен тутармаллине саккăрмĕшсем питĕ лайăх ăнланчĕç.