Кашни шкулта чăваш чěлхипе литература эрни хěрсех пырать. Пирěн шкулта та çак кунсенче тěрлě мероприятисем иртеççě. Нарăс уйăхěн 18 – мěшěнче 7 – 8 – мěш классенче вěренекенсен хушшинче «Юрататăп – çке тăван чěлхене» сочиненисен конкурсě пулчě. Паллах, çак ěçе пурнăçлама пачах та çăмăл мар. Çитес кунсенче кам çěнтерÿçě ятне илме тивěçлě пулнине палăртăпăр.