Нарăс уйăхěн 19 – мěшěнче шкул ачисем тăрăшнипе «Салтак ăсатни» фольклор уявě иртрě. Çак йăла – йěркене «Тăван çěр – шывăн хÿтелевçисен кунне» халалларăмăр.
Салтак ăсатни – кăткăс та хурлăхлă самант. 8 – 9 – мěш класра вěренекенсем улах юрри, салтак юрри юрласа, чăвашла ташласа, пил сăмахěсене чěререн каласа панипе хăйсен пултаруллăхěпе тěлěнтерчěç.
Ачасем кашни сăнарах чăн – чăн артист пек выляма тăрăшрěç. Куракансем пурте кăмăллă юлчěç.