Паян нарăс уйăхěн 21 – мěшěнче чăваш чěлхипе литература эрнин юлашки кунě. Çак куна эпир И.Я. Яковлева, пирěн Аслă Вěрентекенěмěре, халаллатпăр. Чи малтан унăн пурнăçěпе пултарулăхě çинчен презентаци куртăмăр. Унтан «Ан сÿнтěр Иван Яковлевич Яковлев халалě» илемлě вуласси конкурс иртрě. Вěренекенсем халала чуна пырса тивмелле вуларěç.
Вулавçăсем итлекенсене пěрре çÿçентерсе, тепре хавхалантарса ячěç. Илемлě вуласа Петров Анатолий (9кл.) пěрремěш вырăна çěнсе илчě, Туймукова Виолетта (8 кл.) – 2 – мěш вырăна, Макаров Арсений (9 кл.) – 3 – мěш вырăна тухма пултарчě.
И.Я Яковлев пулас ăрăва тăван чěлхене упрама пиллесе каланă: «Халăхăн ăс – тăнěпе унăн пěтěм тěнче курăмне тăван чěлхе чун парать. Тăван чěлхесěр чăн – чăн пěлÿ çук». Унăн «Халалě» вара пирěн ăрăва хăварнă ырă сунăм пулса тăрать