Чӑваш тӗрри илемӗ

Чăваш чунĕ яланах хитре енне туртӑннă. Çавăнпа  вӑл кил-çуртне тĕрленӗ япаласемпе хăтлăх кÿнĕ. Тĕрĕ ӑсталăхĕ уйрăмах пирӗн мăн асаннесен, асаннесен вăхăтӗнче вăйлă аталаннă пулнă. Тĕрĕпе чăвашсем тумтире çеç мар, пÿрт ăшчиккине те илемлетнĕ, 18-19-мӗш ӗмӗрсенчи чӑваш эрешӗсем уйрӑмах хитре пулнă. Тӗрӗ вӑл – чӑвашсен чи авалхи искусствисенчен пӗри. Чӑваш тӗррин илемӗ такам чунне те канӑҫсăрлантарма пултарать, куҫа илӗртет.

Чăваш тӗррин кунне хатӗрленсе Чулкасри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан тӗп шкулти вӗренекенсем Михайлова Альбина Васильевна тата Семенова Елена Васильевна вӗрентекенсем ертсе пынипе тӗрлӗ ӗҫсем туса ирттерчӗҫ: видероликсем, презентацисем хатӗрлерӗҫ, асламăшӗ-кукамăшӗсемпе тӗрлеме вӗренчӗҫ, хăйсем хатӗрленӗ ӗҫӗсемпе пӗрле вӗренекенсене паллаштарчӗҫ.